Государственный исторический архив
Чувашской Республики
19.02.2013
ГТРК Чувашия. Харитонова В.И. Документсенчи манăçми паттăр ячĕ. 19 февраля 2013 г.

Нарăсăн 19 - мĕшĕнче Федот Никитич Орлов çуралнăранпа 100 çул çитет. Вăл республикăра паллă çын – летчик, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ, Совет Союзĕн геройĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Пирĕн ентеш 1913 - мĕш çулта Етĕрне районне кĕрекен Кĕçĕн Ямаш ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх истори архивĕ халăх тата республика историне упракан учреждени пулнă май, 1988 çулта Федот Никитич хăй ĕмĕрĕнче пуçтарса çитернĕ хутсемпе документсене, ал çырăвĕсене уйрăм çыннăн историне палăртакан фонда йышăннă. Унăн мăшăрĕ Александра Алексеевна Орлова çын кун-çулне пĕтĕмĕшле кăтартса паракан хаклă хутсене архив ĕçченĕсене шанса пани историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2009 çулта паллă ентешĕн фондĕнчи документсене усă курса истори архивĕ Орлов паттăр çинчен электронла кăларăм хатĕрленĕ. Ăна çулсерен шкулсенчи ачасене патриотла воспитани парас тĕллевпе ирттерекен тĕрлĕ мероприятисенче усă кураççĕ. Федот Орлов паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ ачасене интереслентерет.
Докуменсенчи аса-илÿсем тăрăх çăмăл пулман сĕм тăлăха тăрса юлнă ачана, чăваш ялĕсенче ыйткаласа çÿреме те тивнĕ. Çак йывăр вăхăтсене тÿссе ирттерме ăна Мускав патĕнчи пĕр станцинчи ачасен çуртне яни пулăшнă. Çавăнта вăл пĕрремĕш хут сывлăша хăй ăсталанă хут çĕленсем, самолётсем вĕçтернĕ, унăн вĕренес тĕллев, пĕлĕте вĕçсе хăпарас çутă ĕмĕт çуралнă. Ăна Тăван çĕршыва, чăваш халăхне, çуралнă ялне, вĕрентекенсемпе юлташĕсене юратни малашлăх çулĕпе утма пулăшнă. Шăпа маттур та хастар каччăна Аслă çĕршывăн чаплă та паллă геройĕсемпе тĕл пултарнă. Федот Никитич Орлов пĕр хушă Николай Гастелло экипажĕнче, каярахпа унăн эскадрилйинче пулнă. Ăна вăл хăйне летчик ăсталăхне вĕрентнĕ чи çывăх командирсенчен пĕри вырăнне хунă. Вăрçă пуçлансан та вĕсем пĕр районтах çапăçнă. Чи йывăр самантсенче Гастелло ячĕ ăна вăй парса тăнă.

Архивра Федот Никитичăн вăрçă çулĕсенчи çар характеристикисем упранаççĕ. Унта вăл кĕнĕ çапăçусене сăнласа пани пур. Федот Орлов тăшмана çĕнтерес тĕллевпе çар заданисене кирлĕ вăхăтра пурнăçланишĕн, экипажа тата хăй тытса пыракан вĕçев машинине çĕр çине ăнăçла антарса лартнишĕн сахал мар çар командованийĕн тав самахне илтнĕ. 1942 - мĕш çулта тăшмана аркатас ĕçре паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн ăна Совет Союзĕн геройĕ ятне парса Ленин орденĕ тата «Ылтан çăлтăр» медальпе чысланă. Малашне те вал пĕрре çеç мар награда илме пултарнă, унăн кăкăрне нумай орденпа медаль илемлетнĕ.

Тата çакă та паллă: çĕнтерÿ кунне часрах çитерес тесе тăрăшакан тылри ĕçчен халăх мăнаçлă ентеш ячĕпе самолет илмешкĕн укçа-тенкĕ пуçтарнă.

Чăваш халăхĕ Федот Орлова шаннă, унăн паттăрлăхĕпе мухтаннă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче те герой нумайччен тÿпенелле вĕçсе хăпарнă, уйрам авиации полк командирĕ пулнă май сахал мар çамрăк летчика йывăр та сумлă ĕçе вĕрентнĕ.

Документсене уçнă май Федот Орлов пурнăçĕнчи усĕмĕсене, малашнехи ĕмĕчĕсене курма пулать. Кăмăлне каякан творчествăлла ĕç ăна çунатлантарса тăнă. Унăн хастарлăхĕ обществăлла ĕçре те пысăк çитĕнусемпе палăрнă. Вăл 37 çул хушши тĕрлĕ хуласенче халăх депутачĕ пулса нумай ыйтусем татса панă ĕçре пысăк çитĕнусем тунă. Çамрăк ăрăва кирлĕ воспитани парассине пысăк вырăна хунă. Шкулсенчи ачасемпе, фабрикăпа заводсенчи çамрăксемпе тачă çыхăну тытса пурнăçа, тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Вĕсемпе пĕрле савăннă, пĕрле хурланнă. Çамрăксене вăл мирлĕ пурнăçа сыхлама, хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хистенĕ.

Малалла Федот Никитич Орлов фондне тишкернĕ май унта упранакан çемьепе, вăрçăра пулнă юлташĕсемпе, паллă летчиксемпе, шкул тата ытти вĕрентÿ заведенийĕсенчи вĕренекенсемпе, вăрçă ветеранĕсемпе ÿкнĕ сăн ÿкерчĕксемпе паллашма пулать. Ентеше çĕршывăн кашни кĕтессинчен янă салам хутне алла илсен чăваш çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ паттăра чыслани, хисеплени, юратни, унран вĕренсе пыни уççăнах курăнать.

Юлашкинчен çакна калас килет, архив докуменчĕсем историнче пулса иртнĕ кашни вăрçăра чăваш çĕршывĕнчен тухнă нумай паттăр Тăван çĕршыва сыхласа чăтăмлăхпа хастарлăх кăтартнине палăртаççĕ.
Харитонова В.И.

ВГТРК «Государственная телерадиокомпания «Чувашия» 19 февраля 2013 г.